Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мехел тени мӗскер тени пулать (Петӗр Хусанкай)

Мехел тени мӗскер тени пулать?
Ыйтсамӑр ҫумӑр пӗлӗчӗсенчен:
Мӗн-ма вӗсем кӑвак уярпала
Юхаҫҫӗ ҫӑвӑнмасӑр тахҫанччен?
Мехел ҫитмен.

Мехел тени мӗскер тени, тӑван?
Ыйтсамӑр кайӑк хур ушкӑнӗнчен:
Мӗскершӗн вӑл пайтах шурамӑкран
Вӗҫсе иртет, анмасть картипелен?
Мехел ҫитмен.

Мехел тени мӗскер тени иккен?
Ыйтсамӑр пахчари улмуҫҫирен:
Ма ун ҫеҫки чӑмӑртансах ҫитсен
Тепре ҫӗр каҫатех ҫурӑличчен?
Мехел ҫитмен.

Апла мехел тени мӗскер ӗнтӗ?
Ыйтсамӑр сӗрме купӑс каччинчен:
Мӗн-ма патнех-патнех ҫитсессӗн те
Пулмасть вӑл хӗлӗхне пӳрнипелен?
Мехел ҫитмен.

Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать,
Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать,
Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать,
Йӗркипелен юрри те юрланать -
Мехел ҫитсен.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-19 13:29:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4136 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем